Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +14.9 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсем: Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ

Республикӑра
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш Енри технолог Олеся Васина сыр пӗҫерекенсен Пӗтӗм Раҫҫейри конкурсне хутшӑнӗ. Вӑл «Профессире чи лайӑххи» конкурсӑн регионти тапхӑрӗнче сыр пӗҫерес енӗпе мала тухнӑ. Конкур Чӑваш патшалӑх аграри уриверситетӗнче иртнӗ.

Республикӑри чи лайӑх виҫӗ сыр пӗҫерекен икӗ кун теори тата практика тӗлӗшпе тупӑшнӑ. Виҫҫӗшӗ те вӑйлӑ, пурте пӗр пекрех балсем пухнӑ. Ку виҫҫӗшӗн те ӑсталӑх пысӑккине кӑтартать.

Ҫапах конкурсра ҫӗнтерӳҫӗ пурах. Олеся Васинан кӑтартӑвӗ чи лайӑххи пулнӑ. Иккӗмӗш вырӑна – Алексей Андреев, виҫҫӗмӗшне Татьяна Юркина тухнӑ.

Палӑртса хӑварар: Олеся сыр пӗҫерекенре виҫӗ ҫул кӑна ӗҫлет, анчах пысӑк профессионал пулса тӑма ӗлкӗрнӗ. Вӑл ҫӗнӗ рецептсем шухӑшласа кӑларать, кӑвассемпе ферментсем суйлать, ҫамрӑк специалистсене вӗрентет.

 

Вӗренӳ
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн
«Контактра» халӑх тетелӗнчи сӑн

Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн профессорӗн Анатолий Лаврентьевӑн кӗнеки ҫӗршывра чи лайӑххи пулса тӑнӑ, вӑл «Ҫулталӑкри учебник» премире ҫӗнтернӗ.

Ял хуҫалӑх ӑслӑлӑхӗсен докторӗн ӗҫӗ «Ферменты и продуктивность молодняка сельскохозяйственных животных и птиц» ятлӑ. Вӑл «Ял хуҫалӑх» номинацире («Монографи» категори) пӗрремӗш вырӑна тухнӑ.

Конкурса Раҫҫейри профессорсен пухӑвӗ РАО-па пӗрле Раҫҫей Вӗренӳ министерстви пулӑшнипе ирттернӗ. Ҫӗнтерӳҫӗсене ака уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Раҫҫейри вӗренӳ академийӗнче чысланӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://vk.ru/wall-54381767_272160
 

Статистика
old.chuvsu.ru сайтри сӑн
old.chuvsu.ru сайтри сӑн

Лайӑх хыпар: Чӑваш Енри виҫӗ аслӑ шкул Атӑлҫи федераци округӗнчи чи лайӑх аслӑ шкулсен йышне кӗнӗ. Унта И.Н.Ульянов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх университечӗ, И.Я.Яковлев ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх педагогика университечӗ, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗ лекнӗ.

«РАЭКС-Аналитика» агентство ТОП-100 рейтинг хатӗрленӗ. Унта Раҫҫейри 100 чи лайӑх вӗренӳ заведенийӗ кӗнӗ. Вӗсен ӗҫӗ-хӗлне хакланӑ чухне пӗлтӗрхи кӑтартусене шута илнӗ. Ҫакна палӑртмалла: ку ТОПра ытларах – Мускаври аслӑ шкулсем. Атӑлҫи федераци округӗнчен 15 аслӑ шкул ку списока лекнӗ. Вӗсен йышӗнче Тутарстанри – тӑватӑ, Чулхулари — икӗ аслӑ шкул. Шел те, Чӑваш Енрен ҫук.

Анчах пирӗн аслӑ шкулсем локаллӑ рейтинга лекнӗ. Унта – 52 аслӑ шкул. ЧПУ – 1-мӗш, ЧППУ – 33-мӗш, Чӑваш аграри университечӗ 46-мӗш вырӑнта пулнӑ.

 

Ял хуҫалӑхӗ
cap.ru сайтри сӑн
cap.ru сайтри сӑн

Чӑваш Енре «Сӑра вӗретекенсен шкулӗ» ҫӗнӗ кадр проекчӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Сӑра вӗретекенсене Чӑваш патшалӑх аграри университетӗнче икӗ программӑпа вӗрентӗҫ: «Хӑмла ӳстересси» тата Хӑмла ӳстерессинчи инжиниринг». Вӗренӳ кӑҫал авӑн уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланӗ. Предприятисем унта специалистсене тӗллевлӗ вӗрентме пултараҫҫӗ: заявкӑсене ҫӗртме уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ.

Ял хуҫалӑх министрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Ольга Кудрявцева пӗлтернӗ тӑрӑх: 5 ҫулта Чӑваш Енре хӑмла туса илмелли лаптӑка 2 пин гектар таран ҫитересшӗн. Ҫавна май «Агропродвижение» стратеги хатӗрленӗ. Кунсӑр пуҫне «Чӑваш хӑмли» грант пама пуҫласшӑн.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/chuvashiya_capru
 

Вӗренӳ

«Пуринчен малтан» телеграм-канал пӗлтернӗ тӑрӑх, Чӑваш патшалӑх аграри университечӗн ӗҫченӗсем Раҫҫей шайӗнче «Ҫулталӑк инженерӗ-2024» ята тивӗҫнӗ.

Виталий Егоров ӳсен-тӑран ҫитӗнтерес ӗҫре производство процесӗсене сӑнамалли технологисем шухӑшласа кӑларса «Агроинженери» номинацире ҫӗнтернӗ. Антон Степанов вара «Чӑн мар ӑс-хакӑл технологийӗсем» номинацире палӑрнӑ. Доцент выльӑх-чӗрлӗхе лаборатори диагностики тумалли система шухӑшласа кӑларнӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://t.me/nikamran
 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫри улшӑнусене кӗтсе илме хатӗрленӗр. Пулӑмсем кӑштах пӑшӑрхантарӗҫ, килти ӗҫсене вара сирӗн тимлӗх кирлӗ. Туссемпе тата ҫывӑх ҫынсемпе канма вӑхӑт тупӑр — канмалли кунсем тухӑҫлӑ пулаҫҫех.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та